Ӗнтӗ ҫил ҫаврӑнать, ҫил ҫаврӑнать
Шӗшкӗех те тӗми авӑнать.
Шухӑшламан чухне, шухӑшӑм ҫук,
Шухӑшласан пуҫӑм ҫаврӑнать.
Вуникӗлле явнӑ чӗн чӑпӑркка
Явкаланать лавҫӑ аллинче.
Ай-хай ҫинҫе пуҫӗм, ҫамрӑк пуҫӑм,
Авкаланать ҫич ют аллинче.
Ӗнтӗ пӗлӗт юхать, пӗлӗт юхать,
Тата мӗн ҫӑвасси пур-ши-ха.
Ӗнтӗ пуҫӑм ҫамрӑк, ӑсӑм кӗске,
Тата мӗн курасси пур-ши-ха.
Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.
Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать